8 ҫавӑнпа та эпир, хастар кӑмӑллӑ пулса, ӳт-пӳрен тухса Хуҫамӑр патне куҫни аванрахчӗ тесе ӗмӗтленсе пурӑнатпӑр.
„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ“.
„Аван, ырӑ та шанчӑклӑ чурам, – тенӗ ӑна та хуҫи. – Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана пысӑк тивӗҫ шанса паратӑп. Халӗ хуҫупа пӗрле савӑнах ӗнтӗ“.
«Эй, Туррӑм! Халӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Ху каланӑ пек, лӑплантарса яратӑн:
Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ».
Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех тавӑрӑнӑп. Вара сире, Хампа пӗрле пулччӑр тесе, Хам патӑма илӗп“, – тенӗ пулӑттӑм.
Эй, Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрлех пулччӑр. Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава вӗсем те курччӑр.
«Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗншӗн йӗрсе чӗреме ҫуратӑр? – терӗ пире Павел. – Эпӗ Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра хама ҫыхса пӑрахтарма кӑна мар, вилме те хатӗр».
Ӗнтӗ эпир яланах хастар кӑмӑллӑ. Ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне Хуҫамӑртан аякра пулнине пӗлетпӗр –
Ҫавӑнпа эпир ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне те, унтан тухсан та Ӑна юрӑхлӑ пулаясчӗ тесе тимлӗн тӑрӑшатпӑр.
Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.
Хулара ӗнтӗ тек ылханли нимӗн те пулмӗ. Унта Турӑпа Путекӗн престолӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна пуҫҫапса пурӑнӗҫ.