5 Турӑ пире шӑпах та ҫавӑншӑн хатӗрленӗ, сӑмахне тытма шантарса Хӑйӗн Сывлӑшне панӑ.
Тӗнче кӑна мар, эпир те, Святой Сывлӑшӑн малтанхи ҫимӗҫне илнӗскерсем, хамӑр ӑшра ахлататпӑр. Турӑ пире ывӑллӑха илессе, ӳт-пӗвӗмӗре ҫылӑх тыткӑнӗнчен хӑтарасса кӗтетпӗр, –
Вӑл пире Хӑйӗн пичечӗпе палӑртнӑ, пулассине шантарса чӗремӗрсене Хӑйӗн Сывлӑшне хывнӑ.
Вӑхӑтлӑх кӑшт асапланнӑшӑн эпир виҫесӗр пысӑк, ӗмӗрлӗх мухтав илетпӗр.
Мӗншӗн тесен пире Турӑ ҫапла пултарнӑ: Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ туса, пире Хӑй палӑртнӑ ырӑ ӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн хатӗрленӗ.
Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ.
Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракан ҫын Турӑра пулать, Турӑ та ҫав ҫынра пулать. Турӑ хамӑрта пулнине вара эпир Вӑл пире панӑ Сывлӑш тӑрӑх пӗлетпӗр.