Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 5:4 - Синодальный НЗ

4 Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 5:4
8 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Тӗнче кӑна мар, эпир те, Святой Сывлӑшӑн малтанхи ҫимӗҫне илнӗскерсем, хамӑр ӑшра ахлататпӑр. Турӑ пире ывӑллӑха илессе, ӳт-пӗвӗмӗре ҫылӑх тыткӑнӗнчен хӑтарасса кӗтетпӗр, –


Тата сире ҫак вӑрттӑнлӑха пӗлтерем: эпир пуртех те вилместпӗр, анчах пурте улшӑнатпӑр. Улшӑнасса вара пурте пӗр самантрах, юлашки труба сасси илтӗнсенех улшӑнатпӑр. Труба кӑшкӑртсан вара вилнисем ҫӗрми чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр.


Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинчи хӳшӗре пурӑннӑ чухне эпир тӳпери кил-ҫуртӑмӑра кӗресшӗн, тӳпе тумтирне тӑхӑнасшӑн тертленсе ахлататпӑр.


Анчах та тумланнӑ ҫинчех пирӗн ҫарамас юлас марччӗ.


Чунӑм кӗлеткемре чухне сире ҫине-ҫинех аса илтерсе ыйхӑран вӑратни тӗрӗсех пулӗ тетӗп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ