3 Анчах та тумланнӑ ҫинчех пирӗн ҫарамас юлас марччӗ.
Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинчи хӳшӗре пурӑннӑ чухне эпир тӳпери кил-ҫуртӑмӑра кӗресшӗн, тӳпе тумтирне тӑхӑнасшӑн тертленсе ахлататпӑр.
Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр.
Итлӗр! Эпӗ, вӑрӑ пек, кӗтмен ҫӗртен пырӑп. Сыхӑ тӑракан, ҫарамас тӑрса юлса намӑса кӑтартас марччӗ тесе, тумтирне упраса пурӑнакан телейлӗ!
Эпӗ сана акӑ мӗнле канаш паратӑп: пуяс тетӗн пулсан Манран вутпа тасалнӑ ылтӑн туян. Хӑвӑн намӑсна, ҫарамаслӑхна пытармашкӑн вара Манран шурӑ тумтир туянса тӑхӑн. Куҫна вара, куракан пултӑр тесе, куҫ эмелӗ сӗр.