Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 5:10 - Синодальный НЗ

10 Мӗншӗн тесен пирӗн пурин те Христос сучӗ умне тӑмалла, ӳт-пӳлӗх хӳшшинче пурӑннӑ чухне мӗн тунине кура – ырӑ е усал тунине кура – тивӗҫлине илмелле.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 5:10
38 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.


Иисус пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ. Чӗррисене те, вилнисене те Турӑ хушнипе Суд тӑваканӗ Хӑй иккенне ҫирӗплетсе пӗлтерме каларӗ.


Хӑй малтанах суйласа илнӗ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳрӗ суд тумалли куна Турӑ палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Ҫавна ҫынсене пурне те ӗнентерес тесе, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ».


Кама мӗн тавӑрса парасси вара, эпӗ вӗрентекен Ырӑ Хыпар тӑрӑх, суд кунӗнче палӑрӗ. Ун чухне Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсен вӑрттӑн ӗҫӗсене суд тӑвӗ.


Ӑнланмалла пултӑр тесе ҫакна эпӗ сире уҫӑмлӑрах каласшӑн. Ӗлӗкрех эсир ӳт-пӗвӗр пайӗсене ирсӗрлӗх тата йӗркесӗрлӗх чуралӑхне усал ӗҫсем тумашкӑн панӑ. Ҫавнашкалах халӗ вӗсене тӳрӗлӗх чуралӑхне таса ӗҫсем тума парӑр.


Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.


Эпӗ сире ӳпкелеместӗп. Маларах ҫапла каланӑччӗ ӗнтӗ: эсир пирӗн чун-чӗремӗрте, вилсен те, пурӑнсан та пӗрлех пуласчӗ.


Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: чура-и, ирӗклӗ ҫын-и – пурпӗрех – кашни мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, Хуҫамӑр ӑна ҫавӑн чухлӗ парӗ.


Этеме пӗрре кӑна вилме пӳрнӗ, кайран унӑн Суд умне тӑмалла.


Ӗнтӗ Вӑл чӗррисене те, вилнисене те суд тума хатӗр, вӗсем Унӑн умӗнче явап тытӗҫ.


Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.


«Акӑ, Эпӗ часах пырӑп. Кашнинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн тавӑрса памашкӑн тавӑрӑвӑм Хампа пӗрлех.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ