Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 5:1 - Синодальный НЗ

1 Эпир пӗлетпӗр: ҫӗр ҫинчи пирӗн пӳрт, ҫак хӳшӗ, аркансассӑн, тӳпере пирӗн алӑпа туман, Турӑ хатӗрленӗ ӗмӗрлӗх кил-ҫурт пур.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 5:1
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«„Этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатма, унтан тепӗр виҫӗ кунран урӑххине, этем аллипе туманнине, ҫӗнӗрен туса лартма пултаратӑп“, – тенине эпир хамӑр илтрӗмӗр».


Анчах та, пророк каланӑ пек, Ҫӳлти Турӑ ҫын тунӑ ҫуртра пурӑнмасть. Пророк ҫапла каланӑ:


Мӗншӗн тесен эпир – Турӑшӑн пӗрле ӗҫлекенсем, эсир – Туррӑн уй-хирӗ, Туррӑн ҫурчӗ.


Эпир ҫав мул упранакан тӑм савӑтсем ҫеҫ. Ҫапла ӗнтӗ, виҫесӗр вӑй-хӑват пирӗнтен мар, Турӑран килни уҫҫӑнах палӑрать.


Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр.


Унпа пӗрлӗхлӗ пулнине эсир ӳт кастарса палӑртнӑ, анчах та сирӗн ӳтӗре этем аллипе касман. Сире Христос ӳт каснӑран эсир ҫылӑхлӑ ӳт-пӳ хӑвӑрпа хуҫаланнинчен хӑтӑлтӑр.


Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.


Авраам Турӑ ӑсталаса лартас ҫирӗп никӗслӗ хула ҫинчен ӗмӗтленнӗ.


Пире пулас ырӑлӑха паракан Аслӑ священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кӗлӗ чатӑрӗ витӗр Тасаран таса вырӑна кӗнӗ. Вӑл унта качака е пӑру юнне илсе кӗмен, Хӑйӗн Юнне парса пӗрре кӗнӗ. Ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫа Христос пирӗн валли Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.


Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ.


Ҫав шанчӑк – сирӗншӗн тӳпере упранакан таса, ҫӗрми, пӗтми еткер.


Енчен те пӗтӗмпех ҫапла пӗтмелле пулсан хӑвӑрӑн епле сӑваплӑ, Турра хисеплесе пурӑнмалли ҫинчен шухӑшлӑр.


Ӗненекен тӑвансене юратнӑран эпир вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнине пӗлетӗр. Тӑванне юратман ҫыннӑн чунӗ вилӗм тыткӑнӗнче.


Турӑ умӗнче чӗремӗрсене лӑплантарса, хамӑр чӑнлӑх енче пулнине акӑ мӗнрен пӗлӗпӗр.


Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ