Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.
Ҫавӑнпа та сире ҫакна калатӑп: Турӑ Сывлӑшӗ хавхалантарнипе калаҫакансенчен пӗри те Иисуса ылханмӗ. Святой Сывлӑш хавхалантарнипе калаҫакансемсӗр пуҫне Иисуса Хуҫам тесе никам та калаймӗ.
пирӗн вара пӗр Атте Турӑ. Пӗтӗмпех Вӑл пултарнӑ, пурӑнасса та эпир Уншӑн пурӑнатпӑр. Пирӗн пӗртен-пӗр Хуҫамӑр – Иисус Христос. Пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарӑннӑ, эпир те Вӑл пуртан пурӑнатпӑр.
Эпӗ те, Силуан та, Тимофей та – виҫсӗмӗр те – сирӗн патӑрта Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр. Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине килтерни «ҫапла» е «ҫук» тени мар, татӑклӑн «ҫапла» тени пулать.