Коринфсем патне 2-мӗш 4:4 - Синодальный НЗ4 Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Ҫакнашкал ҫынсем те пур: вӗсем чӑн ҫутта тухнӑ, ҫӳлти сӑвапа астивнӗ, Святой Сывлӑш илнӗ. Ҫак ҫынсем Туррӑн ырӑ сӑмахне илтнӗ, лери пурӑнӑҫ вӑй-хӑватне те курнӑ. Ҫаксем пӗтӗмпех ырӑлӑх пулнине пӗлсе тӑнӑ ҫинчех вӗсем Турӑран пӑрӑннӑ. Вӗсене ӗнтӗ ӳкӗнтерсе каялла тавӑрма ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ Ывӑлне тепӗр хут пӑталаҫҫӗ, мӑшкӑл тӑваҫҫӗ.