Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 4:2 - Синодальный НЗ

2 Унтан та ытларах, вӑрттӑн та намӑс ӗҫсенчен пӑрӑнса, эпир чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр. Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 4:2
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен.


Ун чухнехи ӗҫӗрсем мӗн пачӗҫ-ха сире? Халӗ вӗсенчен хӑвӑр та вӑтанатӑр ӗнтӗ. Вӗсем вилӗмпе кӑна вӗҫленеҫҫӗ.


Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.


Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.


Анчах та ҫӗлен чееленсе Евӑна улталанӑ пек, эсир те, Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп.


Сӑмах ӑсти мар пулин те, хама пӗлӳсӗр тееймӗп. Тепӗр тесен, ҫакна эпир сире тӗрлӗ лару-тӑрура тӗрлӗ майпа кӑтартса патӑмӑр.


Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.


Ҫапла вара, Хуҫа Турӑ сумлӑхӗнчен хӑрамаллине пӗлсе, эпир ҫынсене ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире пӗлсе тӑрать, эсир те пире пӗлетӗр пуль тесе шанатӑп.


Чыслӑхпала чыссӑрлӑх, ырӑ ятпа усал ят пирӗн хыҫҫӑнах ҫӳреҫҫӗ. Пирӗнте суялӑх ҫук пулин те, пире суеҫӗ теҫҫӗ.


Ҫапла ӗнтӗ сирӗн пирки Тит умӗнче мухта-мухта калаҫнӑшӑн мана намӑс пулмарӗ. Эпир сире яланах чӑннине каланӑ пекех, Тит умӗнче сире мухтани те чӑна тухрӗ.


Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.


Мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх ачисен вӑрттӑн ӗҫӗсем ҫинчен калама та намӑс.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ