Шантарни пурнӑҫланнине курма май килмен пулин те, вӗсем пурте ӗненӳпех вилнӗ. Вӗсем Турӑ шантарни хӑҫан та пулин ҫитессе пӗлнипех савӑннӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче хӑйсем ҫулҫӳревҫӗсем, ютран килнӗскерсем пулнине уҫҫӑнах каланӑ.
Пире пулас ырӑлӑха паракан Аслӑ священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кӗлӗ чатӑрӗ витӗр Тасаран таса вырӑна кӗнӗ. Вӑл унта качака е пӑру юнне илсе кӗмен, Хӑйӗн Юнне парса пӗрре кӗнӗ. Ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫа Христос пирӗн валли Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.