17 Вӑхӑтлӑх кӑшт асапланнӑшӑн эпир виҫесӗр пысӑк, ӗмӗрлӗх мухтав илетпӗр.
Хамӑр умра уҫӑлас мухтавпа танлаштарсан, хальхи вӑхӑтлӑх асапсем ним тӗшне те тӑмаҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ.
Асап курасси сирӗн нумаях юлмарӗ: тӗрлӗ ырӑлӑхӑн Турри пире Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне пама чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтлӑх асапсене тӳссе ирттерсессӗн Вӑл сире ура ҫине тӑратӗ, ҫирӗплетӗ, хӑватлатӗ, тӗреклетӗ.
Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ.
Пирӗн ҫине, уҫӑ сӑн-питлӗскерсем ҫине, Хуҫа Турӑ мухтавӗн ҫути тӗкӗр ҫине ӳкнӗ пек ӳкет. Хуҫа Туррӑмӑрӑн Сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир Ун евӗрлӗ пулса, чаплӑланса пыратпӑр.
Анчах та хамӑра Юратаканни вӑй парса тӑнӑран эпир ҫак йывӑрлӑхсене пурне те ҫӗнтеретпӗр.
Ӗнтӗ йӑлтах вӗҫленес вӑхӑт ҫитсе пырать. Эппин, ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр.
Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Хӑйне юратакансем валли Турӑ мӗн хатӗрлесе хунине пӗри те куҫпа курман, хӑлхапа илтмен, ӑспа та шухӑшласа илеймен».
Сире ӳкесрен упраса хӑварма, ҫитменлӗхсӗр те савӑклӑскерсене Хӑйӗн мухтавӗ умне тӑратма пултаракан,
Турӑ суйласа илнисене кам суд тума пултарайӗ? Никам та. Христос Иисус вилнӗ кӑна мар, чӗрӗлнӗ те. Вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, Вӑл пирӗн хута кӗрет.
яланхи ырӑ ӗҫпе мухтав, хисеп, вилӗмсӗрлӗх илме тӑрӑшакансене – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ;
Сирӗн кӗллӗре пула, Иисус Христос Сывлӑшне пула ҫакӑ мана ҫӑлӑнма пулӑшасса пӗлсех тӑратӑп.
Мӗн пӗлетӗп-ха? Мана тӗрме тата хуйхӑ кӗтни ҫинчен Святой Сывлӑш кашни хуларах асӑрхаттарать.
Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ».
Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.
Мӗншӗн тесен Турӑ тӗрӗслӗхлӗ: сире хӗн-хур кӑтартакансене хуйхӑ-суйхӑ тавӑрса парӗ,
Ҫавӑнпа эпир Туррӑн чиркӗвӗсенче сирӗнпе мухтанатпӑр: эсир хӗсӗрлевпе хӗн-хура чӑтӑмлӑн та ӗненӳллӗн тӳссе ирттернӗшӗн сирӗнпе мухтанатпӑр.
Вӗсен мӑн аслашшӗсем те пророксене ҫаплах хӗсӗрленӗ. Ҫав кун савӑнӑр та хӗпӗртӗр, мӗншӗн тесен тӳпери сӑвапӑр пысӑк пулӗ.
Ҫавӑнпа, суйласа илнисем те Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса ҫӑлӑнӑҫ тата ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр тесе, эпӗ вӗсемшӗн тем тӳсме те хатӗр.