Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 4:14 - Синодальный НЗ

14 Мӗншӗн тесен ҫакна пӗлетпӗр: Иисус Хуҫамӑра чӗртсе тӑратнӑ Турӑ пире те, Иисуса чӗртнӗ пекех чӗртсе, сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 4:14
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа ӗнтӗ яланах сыхӑ тӑрӑр, ҫав килес асапсенчен хӑтӑлма вӑй-хал ыйтса кӗлтӑвӑр, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр».


анчах та Турӑ Ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, Ӑна вилӗм те тытса чараймарӗ.


Ӑна, Иисуса, Турӑ чӗртсе тӑратнине эпир пурте хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр.


Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.


Турӑ пирӗн Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртнӗ, Хӑйӗн хӑвачӗпе пире те чӗртӗ.


Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп.


мухтавлӑ Чиркӗвӗн – Хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗн – нимӗнле ҫитменлӗх те ан пултӑр тесе, вӑл сӑваплӑ та таса пултӑр тесе тунӑ.


Халӗ вара, Христос Ӳт-пӗвӗ урлӑ, Унӑн вилӗмӗ урлӑ Турӑ сире Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ. Ҫакна Вӑл сире Хӑйӗн умне сӑваплӑ та таса, айӑпсӑр тӑратасчӗ тесе тунӑ.


Эпир Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр, кашни ҫынна тӗрлӗ ӑс парса ӑнлантаратпӑр, ӳкӗтлетпӗр. Ҫакна эпир кирек епле ҫынна та Христоса ӗнентерсе Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратас тесе тӑватпӑр.


Мӗншӗн тесен эпир Иисус вилсе чӗрӗлнине ӗненетпӗр пулсан, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле Хӑй патне илсе пырасса шанатпӑр.


Ҫирӗп ӗненсе кӗлтуни вара чирлӗ ҫынна сыватӗ, Хуҫа Турӑ ӑна ура ҫине тӑратӗ. Ҫав ҫын ҫылӑха кӗнӗ пулсан, ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ.


Сире ӳкесрен упраса хӑварма, ҫитменлӗхсӗр те савӑклӑскерсене Хӑйӗн мухтавӗ умне тӑратма пултаракан,


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ