10 Хамӑр ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, эпир яланах Иисус Хуҫамӑрӑн вилӗмлӗхӗпе ҫӳретпӗр.
Тӗнче Мана курми пуласси нумаях юлмарӗ. Эсир вара Мана яланах курса тӑракансем пулӑр; мӗншӗн тесен Эпӗ пурӑнатӑп, эсир те пурӑнӑр.
Эпир Унпа вилӗмӗнче пӗр пултӑмӑр пулсан, Унӑн чӗрӗлӗвӗнче те пӗр пулӑпӑр.
Енчен те эпир Христоспа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрле чӗрӗлӗхлӗ пуласса та ӗненетпӗр.
«Пире Саншӑн кулленех вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑхсем вырӑнне хураҫҫӗ».
Пурӑнӑҫӑмӑрта Христос тӳснӗ пек асапсем нумайланса пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ нумайрах та нумайрах лӑплантару илетпӗр.
пире вилмех пӳрнӗ пулӗ тенӗччӗ. Анчах та мӗн пулни йӑлтах хамӑра мар, вилнисене чӗртекен Турра шанмашкӑн пулса иртнӗ иккен.
Ӑна халсӑр чухне пӑталанӑ пулин те, халӗ Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ. Эпир те ҫавнашкалах, Унпа пӗрлех халсӑр; анчах та, Турӑ хӑвачӗпе, сирӗн хушшӑрта Унӑн чӗрӗлӗхӗпе палӑрӑпӑр.
Эпир, вилӗмлӗ ӳт-пӳре Иисусӑн чӗрӗлӗхӗ палӑртӑр тесе, пурӑннӑ чухне Иисус ячӗшӗн тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑратпӑр.
Ӗнтӗ мана никам та тек чӑрмав ан кӳтӗр, мӗншӗн тесен Иисус Хуҫамӑр суранӗн йӗрӗсем манӑн ӳт-тирӗм ҫинче те юлнӑ.
Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑран савӑнатӑп кӑна. Христос Чиркӳшӗн – Хӑйӗн Ӳт-пӗвӗшӗн – асап курнӑ. Асап виҫине тултарас тесе, эпӗ Христос асапӗ ҫумне хамӑн ӳт-пӗвӗм асапне хушатӑп.
Ҫак сӑмахсем чӑн: эпир Унпа пӗрле вилнӗ пулсан, Унпа пӗрлех чӗрӗлӗхлӗ пулӑпӑр.
Кулянас вырӑнне, Христос асапӗсене тӳсмешкӗн эпир те хутшӑнатпӑр тесе хӗпӗртӗр. Вара Унӑн мухтавӗ чӑннипех палӑрнӑ кун эсир хӗпӗртемеллипех хӗпӗртӗр.
Сире Христос ячӗшӗн хурлаҫҫӗ пулсан, эсир телейлӗ, эппин, сирӗнте мухтав Сывлӑшӗ, Святой Сывлӑш пур. Вӗсем Ӑна хурлаҫҫӗ, эсир – мухтава кӑларатӑр.
Ӑна курсассӑнах эпӗ Унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм. Вара Вӑл ман ҫине сылтӑм аллине хурса ҫапла каларӗ: «Ан хӑра. Эпӗ – Малтанхи те, Кайранхи те.