1 Турӑ пире Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе ҫакнашкал ӗҫ шанса панӑ, ҫавӑнпа эпир хуйха ӳкместпӗр.
Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ:
Павел камах вара? Аполлос камах вара? Сире Турӑ патне илсе пынӑ тарҫӑсем кӑна. Ҫак ӗҫе кашниех Хуҫа Турӑ хӑйне панӑ пултарулӑхне кура тӑвать.
Мӑшӑрланманнисем пирки вара Хуҫамӑр мӗн хушса хӑварнӑ – пӗлместӗп. Мана Хуҫамӑр Хӑйӗншӗн шанчӑклӑ пулмашкӑн ырӑлӑх панӑ, ҫавӑнпа канаш паратӑп.
Ҫавнашкал шанчӑк пуртан эпир уҫҫӑн та хӑюллӑн калаҫатпӑр.
Турӑ пире Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшма пултарулӑх панӑ. Ҫав Халалра вара чи кирли – ҫырнӑ сас палли мар, Сывлӑш. Мӗншӗн тесен саккунри чӗрӗ мар сас палли вилӗм кӳрет, Сывлӑш вара чӗрӗлӗхлӗ тӑвать.
Ҫавӑнпа та эпир хуйха ӳкместпӗр. Ӳт-пӳ ватӑлать пулин те, чун-чӗм кунран-кун ҫӗнелсех пырать.
Ҫакӑ пӗтӗмпех Турӑран, Вӑл пире Христос урлӑ Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ, ҫынсене Хӑйӗнпе ҫураҫтарас ӗҫе пире шанса панӑ.
Ырӑ туса ывӑнар мар, вӑй-хал пӗтмесен уншӑн эпир вӑхӑт ҫитсен мӗн акнинех вырса илӗпӗр.
Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗншӗн хурлӑх курнӑшӑн ан кулянӑр, вӑл асапсене эпӗ сире мухтава кӑларасшӑн тӳсетӗп.
Иисус Христос мана тӗрек парса тӑнине пула эпӗ тем тума та вӑй ҫитеретӗп.
Эсир вара, тӑвансем, ырӑ туса пурӑннӑшӑн ан хуйхӑрӑр.
Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.
Халсӑрланса кӑмӑл ҫирӗплӗхне пӗтерес мар тесен, ҫылӑхлӑ ҫынсен мӑшкӑлне Тӳсекенӗ пирки шухӑшлӑр.
Тахҫан эсир те халӑхах пулман, халӗ – Туррӑн халӑхӗ. Тахҫан сире каҫарман, халӗ – каҫарнӑ.
Сана нумай тӳсме лекет, эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн ывӑна пӗлми ӗҫлетӗн.