Ӳт кастарнин паллине те вӑл ӗненӳ урлӑ илнӗ тӳрӗлӗх палли пек илнӗ. Вӑл ӳт кастарман чухнех Турра ӗненнӗ. Ҫапла вара Авраам, ытти халӑхсем те тӳрре тухма пултарччӑр тесе, ӳт кастарман мӗн пур ӗненекенсен ашшӗ пулса тӑнӑ.
Саккун хушнипе пурӑнакансем вара пурте ылханлӑ, мӗншӗн тесен ҫапла ҫырнӑ: «Саккун кӗнекинче мӗн ҫырнине пурне те ялан тытса пыман кирек епле ҫын та ылханлӑ».