Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 3:7 - Синодальный НЗ

7 Чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ чӗрӗлӗх парайман сас паллишӗн ӗҫлесе тӑни те мухтавлӑ пулнӑ. Ҫав сӳнес мухтав ҫути ҫиҫсе тӑнӑран Израиль ҫыннисем Моисей сӑн-пичӗ ҫине те пӑхма пултарайман.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 3:7
38 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Синедрионра ларакансем Стефан ҫине тинкеререх пӑхнӑ та – унӑн сӑнӗ ангелӑнни пек ҫуталса тӑнине асӑрханӑ.


Мӗншӗн тесен саккун Христоспа вӗҫленет: Турӑ кашни ӗненекенех тӳрре кӑларать.


Саккун вара Турӑ тавӑрӑвне илсе килет: саккун ҫук пулсан, ӑна пӑсасси те ҫук.


Саккун каярахпа килнӗ, ҫавна пула ҫылӑх нумайланнӑ. Ҫылӑх нумайлансан вара Турӑ ырӑлӑхӗ татах нумайланнӑ.


эпӗ вара вилтӗм. Ӗнтӗ чӗрӗлӗхшӗн панӑ пил-хушу мана вилӗмлӗхе пулчӗ.


Чунӑмпа эпӗ Турӑ йӗркине хапӑлласа йышӑнатӑп,


Ӗлӗк, ӳт-пӳшӗн пурӑннӑ чухне, пирӗнпе ҫылӑхлӑ кӑмӑл хуҫаланнӑ, пирӗн саккун хушманнине тӑвас килнӗ. Ҫапла вара, саккун ҫылӑх шутне кӗртнӗ шухӑш-туйӑм пире вилӗм патне илсе кайнӑ.


чи пахи килсен вара кӑштаххи пӑрахӑҫланӗ.


Эсир Христосӑн ҫырӑвӗ иккенне хӑвӑрах кӑтартса паратӑр. Эпир тӑрӑшнипе ӑна чернилпа мар, чӗрӗ Туррӑн Сывлӑшӗпе ҫырнӑ. Ӑна чул хӑма ҫине мар, этем чӗрисем ҫине ҫырнӑ.


Турӑ пире Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшма пултарулӑх панӑ. Ҫав Халалра вара чи кирли – ҫырнӑ сас палли мар, Сывлӑш. Мӗншӗн тесен саккунри чӗрӗ мар сас палли вилӗм кӳрет, Сывлӑш вара чӗрӗлӗхлӗ тӑвать.


Саккуншӑн ӗҫлесе тӑни те ҫав тери мухтавлӑ пулсассӑн, Сывлӑш хавхалантарнипе тӑрӑшасси татах та мухтавлӑрах мар-и?


Саккун хушнипе пурӑнакансем вара пурте ылханлӑ, мӗншӗн тесен ҫапла ҫырнӑ: «Саккун кӗнекинче мӗн ҫырнине пурне те ялан тытса пыман кирек епле ҫын та ылханлӑ».


Эппин саккун Туррӑн шантарса панӑ сӑмахӗсене хирӗҫлет-ши? Пачах та хирӗҫлемест! Мӗншӗн тесен ҫынсене чӗрӗлӗх пама пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрре тухасси чӑнах та саккунран килнӗ пулӗччӗ.


Эсир, Израиль халӑхӗ пек, вут-ҫулӑм сирпӗтекен тата чӑн-чӑн ту патне ҫывхармарӑр; тӗттӗмлӗх, сӗмлӗх тата тӑвӑл патне ҫывхармарӑр;


Кил-ҫурт лартакан ҫурт-йӗрӗнчен мӗн чухлӗ чаплӑрах, Христос та Моисейран ҫавӑн чухлӗ чаплӑрах.


Унта ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тата йӗри-тавра ылтӑнланӑ халал арчи пулнӑ. Ҫав арчара маннӑ тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ кӑларнӑ туйи тата халал сӑмахӗсем ҫырнӑ чул хӑмасем пулнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ