Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 3:5 - Синодальный НЗ

5 Мӗн те пулин хамӑртан килет текен шухӑш пирӗн пуҫа та пырса кӗмест, мӗншӗн тесен пирӗн пултарулӑх – Турӑран.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 3:5
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн чӗлхе-ҫӑварӑра ӑслӑлӑх парӑп. Тӑшманӑрсенчен пӗри те сире хирӗҫ сӑмах тупса калаймӗ, сире хирӗҫ тӑраймӗ.


Мана Атте пама пулнине Эпӗ сире те паратӑп, анчах та эсир ҫӳлтен хӑват иличчен Иерусалимрах юлӑр».


Эпӗ – ҫырла авӑрӗ, эсир – туратсем. Эпӗ унра пулнӑ пекех, кам та кам Манра, ҫавӑ нумай ҫимӗҫ парать; мӗншӗн тесен Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр.


Тунӑ ӗҫӗмпе тени те тӗрӗсех мар-ха. Чӑннипе, эпӗ ытти халӑхсене Христос панӑ сӑмахпа тата ӗҫпе ӗнентеретӗп.


Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.


Хама панӑ Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗс хыврӑм, тепри ҫав никӗс ҫинче ҫурт хӑпартать. Эпӗ хам епле ӗҫлетӗп-ши тесе, харпӑр хӑй асӑрхантӑр.


Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ.


Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп.


Пӗрисемшӗн эпир вилӗм кӳрекен пӗтмелли шӑршӑ, теприсемшӗн – чӗрӗлӗх паракан пурӑнӑҫ шӑрши. Ҫак тивӗҫе кам хӑй ҫине илме пултарӗ?


Эпир ҫав мул упранакан тӑм савӑтсем ҫеҫ. Ҫапла ӗнтӗ, виҫесӗр вӑй-хӑват пирӗнтен мар, Турӑран килни уҫҫӑнах палӑрать.


Мӗншӗн тесессӗн Турра юрӑхлӑ кӑмӑлӑрпа ӗҫӗре сирӗн ӑшӑрта Вӑл Хӑй пултарать.


Иисус Христос мана тӗрек парса тӑнине пула эпӗ тем тума та вӑй ҫитеретӗп.


Эпӗ сана нумай ҫын умӗнче вӗрентсе каланӑччӗ. Эсӗ ҫавна шанчӑклӑ, ыттисене ӳкӗтлеме пултаракан ҫынсене вӗрент.


Кирек епле пархатар та, паха парне те ҫӳлтен, ҫутӑлӑх Ашшӗ патӗнчен анать. Турӑ вара яланлӑх, улшӑнми.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ