Сире хамӑрпа ҫӗнӗрен паллаштармалла-и? Хӑшӗ-пӗрисем сирӗн патӑра пынӑ чухне е сирӗн патӑртан кайнӑ чухне ятарласа хӑйсене ырланӑ ҫыру ҫыртараҫҫӗ. Пире вӑл кирлӗ-и? Паллах, кирлӗ мар.
Эсир пурте чӗремре пулнӑран сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп. Тӗрмере чухне те, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне те Турӑ мана панӑ пархатара эсир пурте манпа пӗрле пайларӑр.
Мӗншӗн тесен Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сирӗн патран Македонипе Ахаияра кӑна мар, пур ҫӗре те сарӑлчӗ. Эсир Турра епле ӗненнине пур ҫӗрте те пӗлнӗрен пирӗн хушса каламалли нимех те ҫук.