Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр.
Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ.
Халӗ эпир тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек уҫӑмсӑррӑн куратпӑр, анчах та пӗррехинче Турра уҫҫӑн, куҫа-куҫӑн курӑпӑр. Халӗ эпӗ кӑшт кӑна пӗлкелетӗп, ун чухне вара эпӗ Турра Вӑл хама пӗлнӗ пекех пӗлӗп.
Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.
Эй, савнӑ тӑвансем! Эпир ӗнтӗ Турӑ ачисем, анчах та хамӑр малашлӑха пӗлместпӗр-ха. Пӗр ҫакна кӑна пӗлетпӗр: ҫав вӑхӑт ҫитсен эпир Ун евӗрлӗ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен Вӑл мӗнлине курӑпӑр.