13 Эпир Моисей пек мар. Израиль ҫыннисем мухтав ҫути сӳннине ан асӑрхаччӑр тесе, вӑл сӑн-питне пӗркенчӗкпе хупласа ҫӳренӗ.
Иисус каллех аллипе ун куҫне сӗртӗннӗ, пӑхма каланӑ. Суккӑр ҫын вара тӳрленнӗ, йӑлтах витӗр куракан пулнӑ.
Мӗншӗн тесен саккун Христоспа вӗҫленет: Турӑ кашни ӗненекенех тӳрре кӑларать.
Чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ чӗрӗлӗх парайман сас паллишӗн ӗҫлесе тӑни те мухтавлӑ пулнӑ. Ҫав сӳнес мухтав ҫути ҫиҫсе тӑнӑран Израиль ҫыннисем Моисей сӑн-пичӗ ҫине те пӑхма пултарайман.
Мӗншӗн тесен ҫаксем йӑлтах – килмеллин мӗлки ҫеҫ пулнӑ, килмелли – Христос – халӗ Хӑй кунта.