Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса тата вӗсем вӗренмен ахаль ҫынсем ҫеҫ пулнине асӑрхаса, пуҫлӑхсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тӗлӗнсех кайнӑ. Ҫавӑнтах, кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренине аса илсен, вӗсене палласа илнӗ.
Варнава вара ӑна апостолсем патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл Савла ҫул ҫинче Хуҫамӑр курӑннине те, Хуҫамӑр ӑна мӗн каланине те, Иисус ячӗпе Савл Дамаскра епле хӑюллӑн ӳкӗтлесе вӗрентнине те вӗсене каласа кӑтартнӑ.
Ҫакна хытӑ кӗтетӗп. Эпӗ хам намӑса юлмасса, сӑмахӑма хӑюллӑн та тӳррӗн каласса шанатӑп. Ҫапла майпа – пурӑнӑҫӑмпа та, вилӗмпе те – Христос ман ӳт-пӗвӗм урлӑ халӗ те, яланхиллех, чаплӑланӗ.