11 Мӗншӗн тесен сӳнес ҫутӑ мухтавлӑ пулсан, сӳнмен ҫутӑ мӗн тери мухтавлӑрах.
Ку тӗлӗшӗнчен вара кайранхи мухтав ҫути хупласа хунӑран малтанхи халӗ мухтав пек те туйӑнмасть.
Ҫавнашкал шанчӑк пуртан эпир уҫҫӑн та хӑюллӑн калаҫатпӑр.
Турӑ пире Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе ҫакнашкал ӗҫ шанса панӑ, ҫавӑнпа эпир хуйха ӳкместпӗр.
Ҫак халала „ҫӗнӗ“ тесе, Вӑл малтанхи кивелнине палӑртнӑ: кивелни вара усӑсӑра тухса часах пӗтмелле.