10 Ку тӗлӗшӗнчен вара кайранхи мухтав ҫути хупласа хунӑран малтанхи халӗ мухтав пек те туйӑнмасть.
Эй, патша! Ҫул ҫинче чухне, кӑнтӑрлапа, мана тӳперен хӗвел ҫутинчен те ялтӑрарах ҫутӑ курӑнчӗ. Манӑн хамӑн та, пӗрле пыракансен те куҫ шарсах кайрӗ.
Мӗншӗн тесен сӳнес ҫутӑ мухтавлӑ пулсан, сӳнмен ҫутӑ мӗн тери мухтавлӑрах.
Айӑплакан саккуншӑн ӗҫлесе тӑни чаплӑ пулсассӑн, тӳрре кӑларакан халашӑн тӑрӑшасси мӗн тери чаплӑрах!
Мӗншӗн тесен Вӑл чап-мухтавне Атте Турӑран илчӗ. Ҫавӑн чухне Ӑна ҫӳлти мухтавлӑхран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра», – текен сасӑ илтӗнчӗ.
Унта ӗнтӗ каҫ та пулмӗ, хӗвел ҫути те, ҫутаткӑҫ ҫути те кирлӗ пулмӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ вӗсене ҫутатӗ. Вӗсем, патшасем пек, ӗмӗр-ӗмӗр хуҫаланӗҫ.