Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 3:1 - Синодальный НЗ

1 Сире хамӑрпа ҫӗнӗрен паллаштармалла-и? Хӑшӗ-пӗрисем сирӗн патӑра пынӑ чухне е сирӗн патӑртан кайнӑ чухне ятарласа хӑйсене ырланӑ ҫыру ҫыртараҫҫӗ. Пире вӑл кирлӗ-и? Паллах, кирлӗ мар.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 3:1
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Аполлос Ахаияна кайма шухӑш тытнӑ. Ҫавна пӗлсен ӗненекен тӑвансем унти вӗренекенсем патне Аполлоса хапӑл тума ыйтса ҫыру янӑ. Вырӑна ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненекенсене нумай пулӑшнӑ.


Эпӗ сире Кенхрен чиркӗвӗнчи ӗненекен тӑванӑмӑрпа, Фива ятлӑ диакониссӑпа, паллаштарасшӑн.


Манашкал пулӑр. Эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те пурне те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе, хамшӑн мар, ытти ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑп.


Эпӗ вара, пырсассӑн, пухнӑ пулӑшӑва Иерусалима леҫме хӑвӑр суйласа илнӗ ҫынсене хут ҫырса парса ярӑп.


Хама панӑ Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗс хыврӑм, тепри ҫав никӗс ҫинче ҫурт хӑпартать. Эпӗ хам епле ӗҫлетӗп-ши тесе, харпӑр хӑй асӑрхантӑр.


Христос ӗненӗвӗнчи вӗрентӳҫӗсем сирӗн пинӗпех пулин те, аҫӑрсем сахал. Эпӗ вара, сире Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Христос ӗненӗвӗнчи аҫӑр пулса тӑтӑм.


Хамӑра эпир хӑйсене мӑнна хуракансемпе танлаштарма е пӗр картлашка ҫине лартма хӑяймастпӑр. Вӗсем хӑйсене хӑйсем хакласа, хӑйсен виҫипе виҫсе, ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ.


Хӑйне хӑй ырлакан ҫын мухтавлӑ мар, Хуҫа Турӑ ырлакан ҫын мухтавлӑ.


Эпӗ хамӑра Хуҫамӑр панӑ ирӗкпе тата ытларах мухтанас пулсан та, намӑса юлмӑп; пире ҫав ирӗке чунӑрсене аркатма мар, ҫирӗплетме панӑ.


Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар.


Эпир сирӗн умӑрта тӳрре тухма тӑрӑшатпӑр тесе шутламастӑр-и тата? Эпир, Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, мӗн каланине Турӑ умӗнче калатпӑр. Эй, савнӑ ҫыннӑмсем! Ҫакна эпир йӑлтах сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе тӑватпӑр.


Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.


Ҫакна эпир хамӑра каллех ырлаттарасшӑн каламастпӑр. Хӑшӗ-пӗрисем чунрипе мухтанас вырӑнне тулашӗнчипе мухтанаҫҫӗ. Ун пеккисене тавӑрса каламашкӑн эпир сире хамӑрпа мухтанма сӑлтав паратпӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ