Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 2:9 - Синодальный НЗ

9 Малтанхи ҫырӑвне те эпӗ сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сӑмахӑмран иртместӗр-ши тесе ҫырнӑччӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 2:9
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эсир Христоса пӗтӗм чун-чӗререн пӑхӑнсан вара эпир кирек епле итлеменлӗхшӗн те явап тыттарма хатӗр.


Сирӗн патӑра пырсассӑн эсир мана савӑнтарасса кӗтетӗп. Ҫавӑнпа та, кулянмалла пулса ан тухтӑрччӗ тесе, ҫакна пыричченех ҫыртӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн савӑнӑҫӑм сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнӑҫ. Эпӗ сирӗн пирки иккӗленместӗп.


Ҫырасса та эпӗ сирӗн патӑра питӗ хуйхӑллӑ, суранлӑ чӗрепе, вӗри куҫҫуль юхтарса ҫыртӑм. Сире кулянтарас тесе мар, хам сире мӗн тери юратнине пӗлччӗр терӗм.


Ҫавӑнпа та тархасласах ыйтатӑп: хӑвӑр ӑна малтанхиллех юратнине кӑтартса парӑр.


Нумай инкек-синкек тӳсеҫҫӗ пулин те, вӗсем савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Аран-аран, ҫити-ҫитми пурӑнаҫҫӗ пулин те, вӗсен тараватлӑхӗ ытлашшипех.


Ҫапла вара, вӗсене хӑвӑр юратнине тата эпир сирӗнпе тӗрӗсех мухтаннине ӗненекен ушкӑнсем умӗнче кӑтартса парӑр.


Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр.


Ырӑ Хыпар сарас ӗҫре Тимофей мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пекех пулӑшса тӑчӗ. Вӑл ӗҫпе тӗрӗсленнине хӑвӑрах пӗлетӗр.


Ҫак ҫырури сӑмахсене кам та кам пӑхӑнас темест, астуса юлӑр та, ӑна намӑс пултӑр тесе, унпа хутшӑнса ан пурӑнӑр.


Эсӗ итлессе шанса ҫыратӑп. Эсӗ маншӑн ыйтнинчен те ытларах тума пултарасса пӗлетӗп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ