8 Ҫавӑнпа та тархасласах ыйтатӑп: хӑвӑр ӑна малтанхиллех юратнине кӑтартса парӑр.
Ӗнтӗ вӑл ытлашши хуйха ан ӳктӗр тесен, эсир ӑна каҫарни, лӑплантарни вырӑнлӑрах.
Малтанхи ҫырӑвне те эпӗ сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сӑмахӑмран иртместӗр-ши тесе ҫырнӑччӗ.
Эй, тӑвансем! Сире ирӗклӗ пулма чӗнсе илнӗ. Анчах та ирӗклӗх ӳт-пӗве юрамашкӑн сӑлтав ан пултӑр! Эсир пӗр-пӗрне юратса, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса пурӑнӑр.
Ҫапла вара, ҫӗр ҫинче пурӑнас кунсенче пурне те ырӑ тӑвӑр. Уйрӑммӑнах ӗненекен тӑванӑмӑрсене ырӑ тӑвар.