7 Ӗнтӗ вӑл ытлашши хуйха ан ӳктӗр тесен, эсир ӑна каҫарни, лӑплантарни вырӑнлӑрах.
Ҫӗрекен ӳт-пӳ ҫӗрми пулсан, вилӗмлӗ ӳт-пӳ вилӗмсӗр пулсан вара Ҫырнинче: «Вилӗме тӗппипех ҫӗнтернӗ», – тени пурнӑҫланӗ.
Ҫавӑнпа та тархасласах ыйтатӑп: хӑвӑр ӑна малтанхиллех юратнине кӑтартса парӑр.
Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр.
Мӗншӗн тесен Турӑшӑн хуйхӑрни каялла тавӑрӑнми ӳкӗнтерсе ҫӑлӑнӑҫ кӳрет, ку тӗнчеришӗн хуйхӑрни вара вилӗм кӳрет.
Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Христос урлӑ Турӑ сире каҫарнӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне каҫарӑр.
Мӗншӗн тесен вӑл вилмеллех чирленӗччӗ, анчах Турӑ ӑна хӗрхенчӗ. Турӑ ӑна ҫеҫ мар, мана та хӗрхенчӗ: хуйхӑ ҫине суйхӑ пуласран хӑтарчӗ.
Пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑ пулӑр, пӗр-пӗрин хушшинче кӳренмелли тупӑнсан, каҫарӑр. Христос сире каҫарнӑ, эсир те ҫапла тӑвӑр.
Тӑвансем! Сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек кулянмалла ан пултӑрччӗ тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар.
Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ.