2 Сире кулянтарсан мана савӑнтараканӗ кам пулӗ? Эсирех, хам кулянтарнисемех, мар-и вара?
Ҫак сӑмахсене илтсен ҫамрӑк ҫын хуйха ӳкнӗ те пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесен унӑн пурлӑхӗ питӗ нумай пулнӑ.
Савӑнаканпа пӗрле савӑнӑр, йӗрекенпе пӗрле йӗрӗр.
Ҫавӑнпа та ӳт-пӗвӗн пӗр-пӗр пайӗ асаплансан ыттисем те асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗр пайӗ хисеплӗ пулсан ыттисем те савӑнаҫҫӗ.
Халтан каяканпа пӗрле эпӗ халсӑр юлатӑп, ҫылӑха кӗрес ҫынсемшӗн эпӗ те чуна ҫунтаратӑп.
Хамӑн ҫырӑвӑмпа сире кулянтартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп – маларах ӳкӗне те пуҫланӑччӗ, – мӗншӗн тесен ҫав ҫыру, вӑхӑтлӑха пулин те, сире кулянтарнине пӗлетӗп.