Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр.
Енчен те эпир сирӗн патӑра Христосӑн Ырӑ Хыпарне ҫитермен пулсан, пире чиккине пӗлмесӗр мухтанатӑр теме пулатчӗ, анчах та эпир Ырӑ Хыпар пӗлтерсе сирӗн пата та ҫитнӗ вӗт-ха.
Мӗншӗн тесен кам та пулин сирӗн патӑра пырса эпир вӗрентнӗ Иисусран урӑхли ҫинчен вӗрентсен – эсир ҫав ҫынна пачах та хирӗҫлеместӗр. Эпир илтернӗ Сывлӑша мар, урӑхлине сӗнсен – эсир илетӗр. Эпир вӗрентнӗ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине пӗлтерсен, эсир йышӑнатӑр.