Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 2:10 - Синодальный НЗ

10 Эсир кама каҫаратӑр, эпӗ те ӑна каҫарӑп. Эпӗ те, кама та пулин каҫарсан, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫаратӑп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 2:10
7 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Чӑн калатӑп сире: эсир ҫӗр ҫинче мӗне чарӑр, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ. Ҫӗр ҫинче мӗне чармӑр, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ.


Эсир камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн каҫарӑнмӗҫ».


Эсир Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пуху пуҫтарӑр, чун-чӗмпе унта эпӗ те пулӑп. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫитсессӗн ҫав ҫыннӑн чунӗ ҫӑлӑнтӑр тесен, эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗпе ҫав ҫынна, ӳт-пӗвне вилесле асаплантарма, шуйттан аллине парӑр.


Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.


Ҫапла ӗнтӗ эпир Христос ячӗпе вӗрентме янӑскерсем пулатпӑр. Эпир ӳкӗтлеместпӗр, пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлет, ӗнтӗ Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа ҫураҫӑр.


Хамӑр ӗҫе эпир таса, ӑслӑ-тӑнлӑ, пысӑк чунлӑ, ырӑ, Святой Сывлӑш тивлечӗллӗ, чӑн-чӑн юратуллӑ,


Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр, Христос урлӑ Турӑ сире каҫарнӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне каҫарӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ