Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 13:7 - Синодальный НЗ

7 Сирӗн нимӗнле усал ӗҫ те тумалла ан пултӑрччӗ тесе Турра кӗлтӑватпӑр. Ҫакна эпир хамӑра тӗрӗслев витӗр тухнӑ пек кӑтартасшӑн тумастпӑр. Эпир тӗрӗслев витӗр тухайман пек туйӑнсан та, сирӗн ырринех тумалла пултӑрччӗ тетпӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 13:7
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.


Эсӗ вӗсене ку тӗнчерен илсемччӗ тесе кӗлтумастӑп, усал-тӗселтен сыхласа хӑварсамччӗ тесе кӗлтӑватӑп.


Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ.


Усала хирӗҫ усалпа никама та ан тавӑрӑр, ҫынсемшӗн мӗн ырӑ – ҫавна тӑвӑр.


Эппин, кун ҫутинчи пек йӗркеллӗ пурӑнар. Намӑссӑрланса та ӗҫке ярӑнса, ясарланса та аскӑнланса, хирӗҫсе те кӗвӗҫсе пурӑнар мар.


Ӗненӳре тӗрӗсленнӗ Апеллеса, чӑн-чӑн Христос ҫыннине, салам калӑр. Аристовулӑн ӗненӳри шанчӑклӑ кил-йышне те салам ҫитерӗр.


Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӗненекенсем палӑрмашкӑн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑшлӑх пулмаллах.


«Ҫырӑвӗсенче вӑл хаяр та паттӑр, анчах та куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне халсӑр, сӑмахӗ те унӑн ниме тӑмасть», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем.


Хӑйне хӑй ырлакан ҫын мухтавлӑ мар, Хуҫа Турӑ ырлакан ҫын мухтавлӑ.


Хамӑр пирки калас пулсан, эпир тӗрӗслев витӗр тухнине хӑвӑрах ӑнланса илессе шанатӑп.


Мӗншӗн тесен эпир чӑнлӑха хирӗҫ кайма пултараймастпӑр, чӑнлӑх майлӑ пулма ҫеҫ пултаратпӑр.


Эпир хамӑр халсӑр чухне эсир вӑйлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр. Сирӗн чун-чӗмпе аталанса ҫитмелле пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр та ӗнтӗ.


Пур тӗлӗшӗнчен те хамӑра Турӑ ӗҫне тӑвакансем пек тыткалатпӑр, пурне те пысӑк чӑтӑмлӑхпа тӳсетпӗр: хура-шурне те, хӗсӗрленине те,


мӗншӗн тесен ырришӗн пирӗн Хуҫа Турӑ умӗнче кӑна мар, ҫынсем умӗнче те тӑрӑшмалла.


Эй, тӑванӑмсем! Юлашкинчен ҫакна калам: чӑнни, хисепли, тӗрӗсси, таси, юратулӑхпа ырӑ сӑмаха тивӗҫли пирки, кӑмӑллипе мухтавли пирки шухӑшлӑр.


Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр.


Хамӑрӑн лӑпкӑн та канӑҫлӑн, Турра хисеплесе, тасан пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе, патшасемшӗн те, мӗн пур пуҫлӑхсемшӗн те кӗлтӑвӑр.


Турӑ умӗнче ырӑ ята тивӗҫмешкӗн тӑрӑш; пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫчен пек, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрент.


Хуҫа Турӑ мана усал-тӗселтен хӑтартӑр, Хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхне тӗрӗс-тӗкел илсе кӗтӗр. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр! Аминь.


Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ.


Ытти халӑхсем хушшинче ырӑ туса пурӑнӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр. Вара вӗсем, халӗ сире усал тӑвакансем тесе хурлаҫҫӗ пулин те, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Турӑ килнӗ кун Ӑна мухтаччӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ