6 Хамӑр пирки калас пулсан, эпир тӗрӗслев витӗр тухнине хӑвӑрах ӑнланса илессе шанатӑп.
Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
Эпӗ акӑ мӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑра пырӑп та, эсир эпӗ ӗмӗтленнӗ пек пулмӑр, эпӗ те эсир ӗмӗтленнӗ пек пулмӑп. Сирӗн хушшӑрта харкашу, кӗвӗҫӳ, тарӑху, хирӗҫӳ, элек, сӑмах сарни, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх пуррине манӑн курас марччӗ.
Сирӗн патӑра пырсан Хуҫамӑр панӑ ирӗкӗмпе сире ятламалла ан пултӑрччӗ манӑн. Ҫав ирӗкӗме аркатмашкӑн мар, пултармашкӑн панӑ, ҫавӑнпа хам пыриччен ҫырса яратӑп та ӗнтӗ.
Хӑвӑртан хӑвӑр ыйтӑр: ҫирӗп ӗненетӗр-и? Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслесе пӑхӑр. Е хӑвӑр ӑшӑрти Иисус Христоса та пӗлейместӗр? Пӗлейместӗр пулсан, тӗрӗслев витӗр тухаймарӑр пулать вара.
Сирӗн нимӗнле усал ӗҫ те тумалла ан пултӑрччӗ тесе Турра кӗлтӑватпӑр. Ҫакна эпир хамӑра тӗрӗслев витӗр тухнӑ пек кӑтартасшӑн тумастпӑр. Эпир тӗрӗслев витӗр тухайман пек туйӑнсан та, сирӗн ырринех тумалла пултӑрччӗ тетпӗр.