4 Ӑна халсӑр чухне пӑталанӑ пулин те, халӗ Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ. Эпир те ҫавнашкалах, Унпа пӗрлех халсӑр; анчах та, Турӑ хӑвачӗпе, сирӗн хушшӑрта Унӑн чӗрӗлӗхӗпе палӑрӑпӑр.
Мӗншӗн тесессӗн, пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Христос та пирӗн ҫылӑхсемшӗн асап курнӑ. Вӑл, Тӳрӗскер, тӳрӗ мар пурӑнакансемшӗн пӗрре вилнӗ. Ӳт-пӗвне вӗлернӗ пулин те, Вӑл, чун-чӗмӗпе чӗрӗлсе,