3 Христос хӑвӑрпа ман урлӑ калаҫнине ӗнентерме ыйтатӑр эсир. Сирӗншӗн Вӑл вӑй-хӑватне шеллемест, Унӑн вӑй-хӑвачӗ сирӗнте палӑрать.
Мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр мар, сирӗнти Аҫӑр Сывлӑшӗ мӗн каламаллине калаттарӗ.
мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн чӗлхе-ҫӑварӑра ӑслӑлӑх парӑп. Тӑшманӑрсенчен пӗри те сире хирӗҫ сӑмах тупса калаймӗ, сире хирӗҫ тӑраймӗ.
Ҫапах та, качча каймасан, ҫав хӗрарӑм телейлӗрех пулать. Паллах, ку манӑн шухӑш, анчах манра та Турӑ Сывлӑшӗ пур пулӗ тетӗп.
Эпӗ, Павел, сирӗнпе куҫа-куҫӑн чухне йӑвашскер, сирӗнтен аякра чухне хаярскер, сире Христос йӑвашлӑхӗпе тата хӗрхенӳлӗхӗпе ӳкӗтлетӗп.
Пирӗн ҫар хатӗрӗ ку тӗнчери мар, Турӑ хӑвачӗпе вӑл крепоҫсене те аркатаять. Унпа эпир хамӑра хирӗҫле ӑслӑ пек шухӑшсене те,
Хам апостол пулнине эпӗ сирӗн умӑрта вӑйлӑ чӑтӑмлӑхпа, тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсемпе, паллӑсемпе тата хӑватсемпе ҫирӗплетсе патӑм.
Эсир кама каҫаратӑр, эпӗ те ӑна каҫарӑп. Эпӗ те, кама та пулин каҫарсан, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫаратӑп.
Ҫавнашкал ҫыншӑн нумайӑшӗ питлени хӑех айӑплани пулӗ.
Турӑ хӑватлӑ: сирӗн яланах пур тӗлӗшӗнчен те ҫителӗклӗ пурӑнса, тӗрлӗрен ырӑ ӗҫсем тума май пултӑр тесе, Вӑл сире тӗрлӗ ырӑлӑхне туллиех парӗ.