Сирӗн патӑра пырсассӑн эсир мана савӑнтарасса кӗтетӗп. Ҫавӑнпа та, кулянмалла пулса ан тухтӑрччӗ тесе, ҫакна пыричченех ҫыртӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн савӑнӑҫӑм сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнӑҫ. Эпӗ сирӗн пирки иккӗленместӗп.
Сирӗн патӑра пырсассӑн мана хаяр та ҫирӗп пулма сӑлтав ан парӑрах. Хӑш-пӗрисен шухӑшӗпе, эпир хамӑра ҫак тӗнче ҫыннисем пекех тыткалатпӑр имӗш; вӗсене вара ҫирӗплӗхӗме кӑтартас шухӑш пур манӑн.
Эпӗ сире иккӗмӗш хут пынӑ чухнех, малтанах асӑрхаттарнӑччӗ; халӗ каллех, хам сирӗнпе мар чухне, маларах ҫылӑхлӑ пурӑннисене те, ыттисене те тепре асӑрхаттарса ҫыратӑп. Пырсассӑн никама та каҫару пулмӗ.