7 Хама Турӑ нумай уҫса панипе мӑнкӑмӑлланса каясран вара чир-чӗр сӑнни ӳт-пӗвӗме витерчӗ. Мӑнкӑмӑлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячӗҫ.
Вара ҫынсем Ӑна питрен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ, теприсем тата ҫапнӑ пеккӗн
Вара Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Ҫырнинче: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“, – тенӗ вӗт».
Авраам йӑхӗнчи ҫак хӗре шуйттан вун сакӑр ҫул ҫыхса усранӑ. Вӑл ӗнтӗ ҫав ҫыхӑран шӑмат кун ирӗке тухма тивӗҫлӗ марччӗ-и?»
Эпир паян кунчченех ҫинӗ-ҫимен, ӗҫнӗ-ӗҫмен, тумланнӑ-тумланман ҫӳретпӗр, пире хӗнеҫҫӗ, кил-ҫуртӑмӑр та ҫук.
«Ҫырӑвӗсенче вӑл хаяр та паттӑр, анчах та куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне халсӑр, сӑмахӗ те унӑн ниме тӑмасть», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем.
Турра пӗлессине хирӗҫлекен кирек епле мӑнкӑмӑллӑха та аркататпӑр; кирек епле шухӑш-ӗмӗте те Христос ирӗкне пӑхӑнтармашкӑн тыткӑна илетпӗр.
Хӑвӑра кам та пулин пусмӑрланине те, алӑри ҫӑкӑра туртса илнине те, ҫаратнине те, хӑвӑрпа мӑнкӑмӑллӑ тыткаланине те, ҫупкӑ ҫитернине те эсир чӑтатӑр.
Усӑллӑ мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ӗнтӗ хама Хуҫа Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем ҫинчен каласа парам.
Эпӗ сире чи малтан Ырӑ Хыпар вӗрентнӗ чухне ӳт-пӗвӗм халсӑр пулнине эсир пӗлнӗ.
Чиркӳ пуҫлӑхне анчахрах тӗне кӗнисене лартмалла мар, мӗншӗн тесен унашкалли мӑнкӑмӑлланса кайма пултарӗ. Вара, шуйттан пекех, суд айӑплавне тивӗҫ пулӗ.