2 Эпӗ Христоса ӗненекен пӗр ҫынна паллатӑп. Вун тӑватӑ ҫул каялла ҫавна (те ӳт-пӗвне, те чунне – пӗлейместӗп, Турӑ кӑна пӗлет) пӗлӗтӗн виҫҫӗмӗш хутне ҫӗклесе кайнӑ.
Пиллесе тӑнӑ чухнех Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ.
Ман Ӳтӗме ҫиекен, Юнӑма ӗҫекен ӗмӗр-ӗмӗр Манра пурӑнать, Эпӗ те ҫав ҫынра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнатӑп.
Ҫавна пӗлсен апостолсем Ликаони тӑрӑхӗнчи Листрӑпа Дерви ятлӑ хуласене, вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене тухса кайнӑ.
Унтан, Иерусалима тавӑрӑнсан, Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтунӑ чухне эпӗ питӗ хавхаланса кайрӑм.
Ӗненӳре тӗрӗсленнӗ Апеллеса, чӑн-чӑн Христос ҫыннине, салам калӑр. Аристовулӑн ӗненӳри шанчӑклӑ кил-йышне те салам ҫитерӗр.
Иисус Христос ӗҫӗнчи юлташӑмсене Прискиллӑпа Акилӑна салам калӑр.
Тӑван халӑхӑм ҫыннисене Андроникпа Юнияна та манран салам. Вӗсем манпа пӗрле тӗрмере ларнӑччӗ, апостолсем хушшинче те вӗсем паллӑ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Христоса ӗненме те вӗсем манран маларах пуҫланӑччӗ.
Хамӑрпа пӗрле Христосшӑн тӑрӑшакан Урбана тата хаклӑ Стахияна та салам.
Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене халӗ нимӗнле айӑплав та пулас ҫук.
Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ.
Мӗншӗн ҫапла тӑватӑп-ха? Тен, сире юратманран? Ку апла маррине Турӑ пӗлет, ҫапах та халиччен мӗнле туса пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах тӑвӑп.
Хӑвӑртан хӑвӑр ыйтӑр: ҫирӗп ӗненетӗр-и? Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслесе пӑхӑр. Е хӑвӑр ӑшӑрти Иисус Христоса та пӗлейместӗр? Пӗлейместӗр пулсан, тӗрӗслев витӗр тухаймарӑр пулать вара.
Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхлӗ, Турӑ ҫавна ҫӗнӗрен пултарнӑ. Авалхи иртсе кайнӑ, халӗ йӑлтах ҫӗнни.
Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса Турӑ умӗнче тӳрре тухчӑр тесе, пирӗн ҫылӑхсемшӗн Вӑл ҫылӑха кӗрсе курманскере парнелӗхе кӳнӗ.
Иудейӑра, Христоса ӗненекен ушкӑнсенче, мана никам та палламастчӗ.
Мӗншӗн тесен Христос Иисусӗпе пӗр пулсан, ӳт кастарнипе кастарманни ниме те пӗлтермест. Чи кирли вара – юратулӑхра палӑракан ӗненӳ.
Ҫапла ӗнтӗ, пӗрре анса, тепре ҫӳл тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленсе, Вӑл ҫут тӗнчене Хӑйӗнпе тултарнӑ.
Унтан пире, чӗррисене, Хуҫамӑрпа тӳпере тӗл пулмашкӑн вӗсемпе пӗрле пӗлӗт ҫине илӗҫ. Ҫапла эпир яланлӑхах Хуҫамӑрпа пулӑпӑр.
Ҫапла вара, пирӗн тӳпене ҫӗкленнӗ чаплӑран та чаплӑ Аслӑ священник пур, Вӑл Турӑ Ывӑлӗ Иисус, ҫавӑнпа ӗненӗвӗмӗре ҫирӗп тытса пурӑнар.
Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ.
Пӗррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлӑш витӗмӗпе эпӗ хам хыҫӑмра труба сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм. «Эпӗ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи, – терӗ ҫав сасӑ.
Хӗрарӑм ывӑл ача ҫуратрӗ. Ҫав ывӑлӑн мӗн пур халӑхсене тимӗр туяпа пӑхмалла пулӗ. Ҫавӑнпа та ывӑл ачана Турӑ патне, Унӑн престолӗ патне илчӗҫ.
Ҫав самантрах Святой Сывлӑш витӗмӗпе курӑну пулчӗ. Акӑ, тӳпери престол курӑнчӗ, престол ҫинче вара Лараканӗ пур.