Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 12:1 - Синодальный НЗ

1 Усӑллӑ мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ӗнтӗ хама Хуҫа Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем ҫинчен каласа парам.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 12:1
26 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Анчах та Эпӗ чӑннине калатӑп: Эпӗ кайсан сире лайӑхрах пулӗ. Эпӗ каяс мар пулсан сирӗн патӑра Лӑплантаракан килмӗ. Кайсассӑн вара – Эпӗ ӑна сирӗн патӑра ярӑп.


«Халӑх ырлӑхӗшӗн пӗр ҫын пӗтни лайӑхрах» тесе иудейсене маларах канаш параканни шӑпах ҫав Каиафа пулнӑ.


Пӗррехинче ҫӗрле Хуҫамӑр, Павела курӑнса, ҫапла каланӑ: «Ан хӑра! Ӳкӗтле, вӗрентме ан чарӑн.


Тепӗр каҫхине вара ӑна Хуҫамӑр курӑннӑ. «Хастар пул! – тенӗ Вӑл. – Эсӗ Ман пирки Иерусалимра мӗнле ҫирӗплетсе пӗлтертӗн, Римра та ҫавнашкалах пӗлтерӗн-ха».


Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте усӑллӑ мар. Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте ырӑлӑхлӑ мар.


Эй, тӑванӑмсем! Калӑпӑр, эпӗ сирӗн патӑра пырсан пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӑп. Ҫав хушӑрах эпӗ сире Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса памасан, пӗлӳ памасан, пророкла калаҫмасан, вӗрентмесен сире мӗн усси пулӗ?


Мана тем тума та юрать, анчах пурте усса каймасть. Ҫапла, мана тем тума та юрать, анчах манпа нимӗн те ан хуҫалантӑр.


Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар.


Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанма та пултаратӑп, хампа мухтанаймӑп, манӑн мухтанмалли те халсӑрлӑхӑм кӑна.


Хама Турӑ нумай уҫса панипе мӑнкӑмӑлланса каясран вара чир-чӗр сӑнни ӳт-пӗвӗме витерчӗ. Мӑнкӑмӑлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячӗҫ.


Анчах та Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: «Эпӗ сана ырӑлӑх патӑм, унпа сана ҫитет, мӗншӗн тесен Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Ҫавӑнпа та, ӑшӑмри Христос хӑвачӗ яланах пултӑр тесе, эпӗ халсӑрлӑхӑмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатӑп.


Сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтеретӗп: ҫак ырӑ ӗҫе вӗҫлени сирӗншӗн хӑвӑршӑнах усӑллӑ пулӗ. Эсир тин ҫеҫ пулӑшма пуҫланӑ ҫынсем мар-ҫке-ха, пӗлтӗртенпех ҫав шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнатӑр.


Эпӗ ӑна этемрен илтмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос Хӑй пӗлтернӗ.


Каясса эпӗ Турӑ уҫса панипе кайрӑм. Вара унта ӗненекенсене, уйрӑмах ятлӑ-сумлисене, хам ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ хам тӑрӑшни харам пулмарӗ-ши тесе турӑм.


Ҫакна эпир сире Хуҫамӑрӑн сӑмахӗпе килӗшӳллӗн калатпӑр: эпир, чӗррисем, тата Хуҫамӑр тепре киличчен пурӑнас ҫынсем, вилнисенчен малта пулмӑпӑр.


Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ