9 Мӗншӗн тесен Македонирен килнӗ ӗненекен тӑванӑмсем манӑн ҫитменнине ҫитерсех тӑчӗҫ. Сире йывӑрлатас марччӗ тесе эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те тӑрӑшрӑм, тӑрӑшӑп та.
Апла пулин те, эпӗ сирӗн патӑра ӗненекен тӑванӑма, ӗҫри тата кӗрешӳри юлташӑма Епафродита пыма хушасшӑн. Мана кирлӗ чухне пулӑшма эсир ӑна хӑвӑрах янӑччӗ. Вӑл, чӑнах та, мана пулӑшрӗ.
Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр.