22 Вӗсем еврей-и? Эпӗ те. Вӗсем Израиль ҫыннисем-и? Эпӗ те. Авраам тӑхӑмӗсем-и? Эпӗ те.
„Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.
«Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын.
Вӗренекенсем йышлансах пынӑ. Грекланнӑ еврейсем ҫав кунсенче Иудейӑри еврейсене ӳпкелешме пуҫланӑ. Кулленхи пая валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене кӳрентеретӗр тенӗ вӗсем.
Тата ҫакна ыйтам-ха: «Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахнӑ пулать-и вара?» Паллах, апла мар. Эпӗ хам та Авраам йӑхӗнчи, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни.
Авраампа унӑн йӑхне вара Турӑ Хӑй сӑмах парса шантарнӑ. Асӑрхӑр: Вӑл нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмна» темен, пӗр ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмунти Пӗрне» тенӗ. Ҫав Пӗри вӑл Христос.
Ҫуралсан сакӑр кунран манӑнне ӳт кастарнӑ. Эпӗ, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни, юн тӑрӑх – чӑн-чӑн еврей, вӗреннӗ тӑрӑх – фарисей,