Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 11:2 - Синодальный НЗ

2 Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 11:2
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хӗр ҫураҫнӑ качча ҫеҫ кӗрӳ тееҫҫӗ. Каччӑн сассине илтекен тусӗ вара савӑнса-хӗпӗртесе тӑма ҫеҫ пултарать. Ман чӗрем ҫав савӑнӑҫпа тулчӗ ӗнтӗ.


Эй, тӑванӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах: хӗрес ҫинче пӑталаса вӗлернӗ Христос ӳчӗпе пӗрле саккуншӑн вилӗ шутланатӑр. Халӗ вара эсир Турра усӑ кӳмешкӗн вилӗмрен Чӗрӗлнин пулатӑр.


Христос ӗненӗвӗнчи вӗрентӳҫӗсем сирӗн пинӗпех пулин те, аҫӑрсем сахал. Эпӗ вара, сире Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Христос ӗненӗвӗнчи аҫӑр пулса тӑтӑм.


Мӗншӗн тесен ҫакна пӗлетпӗр: Иисус Хуҫамӑра чӗртсе тӑратнӑ Турӑ пире те, Иисуса чӗртнӗ пекех чӗртсе, сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратӗ.


Эпӗ сирӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑрта вӑй хурса тӑрӑшни харама ан кайтӑрччӗ.


Эпӗ сире Иисус Христос юратулӑхӗпе пурне те юратнине Турӑ курать.


Эпир Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр, кашни ҫынна тӗрлӗ ӑс парса ӑнлантаратпӑр, ӳкӗтлетпӗр. Ҫакна эпир кирек епле ҫынна та Христоса ӗнентерсе Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратас тесе тӑватпӑр.


Хӑвӑрах пӗлетӗр: эпир сире пурсӑра та ашшӗ ачисене ӳкӗтленӗ пекех Турра юрӑхлӑ пурӑнма тархасласа ӳкӗтлерӗмӗр, йӑлӑнтӑмӑр. Турӑ сире Хӑйӗн Патшалӑхне кӗме, Хӑйӗн мухтавне тивӗҫлӗ пулма чӗнсе илнӗ.


Юрлаканӗсем хӗрарӑмпа ҫывӑрса вараланман, таса ҫынсем. Путек кирек ӑҫта кайсассӑн та, вӗсем Ун хыҫӗнчен ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене Турӑпа Путекӗн малтанхисем пулмашкӑн ҫынсем хушшинчен суйласа, тӳлесе илнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ