16 Ҫакна татах калам: кам та пулин мана ӑссӑр тесе ан шутлатӑрччӗ. Ун пек шухӑшлакан пур пулсан, мухтанкалатӑр ара тесе, мана ӑссӑр вырӑнне те пулин йышӑнсамӑр.
Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар.
Тепӗр тесен, мухтансан та ӑссӑр пек курӑнмӑп, мӗншӗн тесен чӑннине калӑп. Анчах та эпӗ шарламӑп – ахальлӗн кам та пулин ман пирки хӑй курнинчен те, эп каланинчен те ытларах шухӑшлӗ.