«Хӑвӑрт-и, вӑрах-и, – анчах та эсӗ кӑна мар, паян хама итлекенсем пурте манашкал пулччӑр тесе Турра кӗлтӑвӑттӑм, анчах та вӗсем манашкал сӑнчӑрта ан пулччӑрах».
Эпир чун-чӗм апачӗ ҫисе тӑрантӑмӑр, пирӗн йӑлтах ҫителӗклӗ тетӗр эсир, хӑвӑра Ҫӳлти Патшалӑха кӗме тивӗҫлисем пек тыткалатӑр, пирӗнсӗрех чи ҫӳлти шая ҫӗкленнӗ. Ах, эсир чӑнахах унта кӗме тивӗҫ пулсанччӗ! Вара эпир те сирӗнпех пулӑттӑмӑр!
Мӗншӗн тесен кам та пулин сирӗн патӑра пырса эпир вӗрентнӗ Иисусран урӑхли ҫинчен вӗрентсен – эсир ҫав ҫынна пачах та хирӗҫлеместӗр. Эпир илтернӗ Сывлӑша мар, урӑхлине сӗнсен – эсир илетӗр. Эпир вӗрентнӗ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине пӗлтерсен, эсир йышӑнатӑр.
Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар.