Вӗсем Христос тарҫисем-и? Ӑссӑрла калатӑп: эпӗ тарҫӑран та тарҫӑрах. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, пайтах патак ҫирӗм, тӗрмесенче нумайрах лартӑм, тӑтӑшах вилӗмпе куҫа-куҫӑн пултӑм.
Мӗншӗн тесен кам та пулин сирӗн патӑра пырса эпир вӗрентнӗ Иисусран урӑхли ҫинчен вӗрентсен – эсир ҫав ҫынна пачах та хирӗҫлеместӗр. Эпир илтернӗ Сывлӑша мар, урӑхлине сӗнсен – эсир илетӗр. Эпир вӗрентнӗ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине пӗлтерсен, эсир йышӑнатӑр.
Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар.