Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 2-мӗш 10:4 - Синодальный НЗ

4 Пирӗн ҫар хатӗрӗ ку тӗнчери мар, Турӑ хӑвачӗпе вӑл крепоҫсене те аркатаять. Унпа эпир хамӑра хирӗҫле ӑслӑ пек шухӑшсене те,

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 2-мӗш 10:4
28 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Моисея Египетри мӗн пур ӑслӑлӑха вӗрентсе ҫитӗнтернӗ; вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ.


Каҫ иртрӗ, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене сирсе ывӑтар та ҫутӑлӑх хӗҫӗсем тытар.


Сирӗн ӳт-пӗвӗрӗн нихӑш пайӗ те ҫылӑх аллинчи йӗркесӗрлӗх хатӗрӗ ан пултӑр. Ун вырӑнне, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пек пулса, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Сирӗн ӳт-пӗвӗн пур пайӗ те вара тӳрӗлӗх хатӗрӗ пултӑр.


Ҫар ҫынни хӑйне хӑй тӑрантарса пурӑнни пур-и? Иҫӗм ҫырли лартаканӗ ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтекенӗ сӗт ӗҫменни пур-и?


Эпӗ хамӑра Хуҫамӑр панӑ ирӗкпе тата ытларах мухтанас пулсан та, намӑса юлмӑп; пире ҫав ирӗке чунӑрсене аркатма мар, ҫирӗплетме панӑ.


Сирӗн патӑра пырсан Хуҫамӑр панӑ ирӗкӗмпе сире ятламалла ан пултӑрччӗ манӑн. Ҫав ирӗкӗме аркатмашкӑн мар, пултармашкӑн панӑ, ҫавӑнпа хам пыриччен ҫырса яратӑп та ӗнтӗ.


Мӗн те пулин хамӑртан килет текен шухӑш пирӗн пуҫа та пырса кӗмест, мӗншӗн тесен пирӗн пултарулӑх – Турӑран.


Эпир ҫав мул упранакан тӑм савӑтсем ҫеҫ. Ҫапла ӗнтӗ, виҫесӗр вӑй-хӑват пирӗнтен мар, Турӑран килни уҫҫӑнах палӑрать.


чӑнлӑх сӑмахӗллӗ, Турӑ вӑй-хӑвачӗллӗ пулнипе ҫирӗплететпӗр. Икӗ аллӑмӑрта та – тӳрӗлӗх хӗҫӗ.


Эпир вара, кун ҫути ачисем пулнӑ май, ӗненӳпе юратулӑхӑн тимӗр тумне тата ҫӑлӑнас шанчӑкӑн шлемне тӑхӑнар, хамӑр ӑс-тӑна ҫухатар мар.


Тимофей ывӑлӑм! Сан пирки тахҫанах каланӑ пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн эпӗ сана канаш паратӑп. Ҫав сӑмахсемпе хӗҫ-пӑшалланса лайӑх ҫар ҫынни пек ҫапӑҫ,


Ӗнтӗ Иисус Христосӑн шанчӑклӑ салтакӗ пек пулса хӗн-хура тӳс.


Ӗненӗве пула Турӑ ҫыннисем хула тавра ҫичӗ кун хушши утса ҫавӑрӑннӑ хыҫҫӑн Иерихон хӳми ишӗлсе аннӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ