3 Мӗншӗн тесен эпир ҫак тӗнчерех пурӑнатпӑр пулин те, Ырӑ Хыпаршӑн ҫак тӗнчерисен мелӗсемпе ҫапӑҫмастпӑр.
Ӗлӗк, ӳт-пӳшӗн пурӑннӑ чухне, пирӗнпе ҫылӑхлӑ кӑмӑл хуҫаланнӑ, пирӗн саккун хушманнине тӑвас килнӗ. Ҫапла вара, саккун ҫылӑх шутне кӗртнӗ шухӑш-туйӑм пире вилӗм патне илсе кайнӑ.
Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнатӑр пулсан – вилетӗр. Енчен те Сывлӑш пулӑшнипе ӳт-пӳ илӗртӗвӗ хыҫҫӑн каймастӑр пулсан – чӗрӗ пулатӑр.
Ҫапла Вӑл пире, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене, саккун ыйтнӑ пек тӳрӗ пурӑнччӑр тесе тунӑ.
Ҫапла шухӑшласа эпӗ ҫӑмӑлттайла хӑтлантӑм-ши? Е мӗн те пулин тума шухӑшласан ҫак тӗнче ҫыннисем пек пӗрре апла, тепре капла калаҫатӑп-и?
Пирӗн ҫар хатӗрӗ ку тӗнчери мар, Турӑ хӑвачӗпе вӑл крепоҫсене те аркатаять. Унпа эпир хамӑра хирӗҫле ӑслӑ пек шухӑшсене те,
ӗнтӗ эпӗ хам пурӑнмастӑп, ман чунӑмри Христос пурӑнать. Эпӗ халӗ ӳтлӗ-пӳллӗ пурӑнатӑп пулсан, Турӑ Ывӑлне ӗненнипе кӑна пурӑнатӑп: Вӑл, мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗме панӑ.
Тимофей ывӑлӑм! Сан пирки тахҫанах каланӑ пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн эпӗ сана канаш паратӑп. Ҫав сӑмахсемпе хӗҫ-пӑшалланса лайӑх ҫар ҫынни пек ҫапӑҫ,
Паттӑррӑн кӗрешрӗм, пурӑнӑҫ ҫулне вӗҫлерӗм, ӗненӗве упраса хӑвартӑм.
Пире курса-пӗлсе тӑракансем пирӗн йӗри-тавра пӗлӗт пек нумай. Ҫавӑнпа та, ӗнсе ҫинчи ҫӗклеме илсе персе, ҫылӑх тӑллине татса, хамӑр утас ҫула тӳсӗмлӗн утса тухар.