16 Вара эпир Ырӑ Хыпара ытти ҫӗр-шывсенче те ӳкӗтлесе вӗрентӗпӗр, паллах, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе, янттипе, эпир мухтанмӑпӑр.
Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел Македонипе Ахаия урлӑ Иерусалима кайма шут тытнӑ. «Иерусалимран вара манӑн Рима каймалла», – тенӗ вӑл.
Эпӗ яланах Ырӑ Хыпара Христос ячӗ ҫинчен илтмен вырӑнсенче пӗлтерсе ҫӳреме тӑрӑшрӑм, урӑххисем вӗрентсе хывнӑ никӗспе усӑ курас темерӗм.
Эпӗ сире Туррӑн Ырӑ Хыпарне тӳлевсӗр-мӗнсӗр ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Сире асла кӑларас тесе хама мӗскӗнлетсе ҫылӑха кӗтӗм-ши вара?