11 Унашкаллисем ҫакна пӗлсе тӑччӑр: аякран эпир мӗн каласа ҫыратпӑр, куҫкӗрет ӗҫӗмӗрте те ҫавнашкалах.
«Ҫырӑвӗсенче вӑл хаяр та паттӑр, анчах та куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне халсӑр, сӑмахӗ те унӑн ниме тӑмасть», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем.
Хамӑра эпир хӑйсене мӑнна хуракансемпе танлаштарма е пӗр картлашка ҫине лартма хӑяймастпӑр. Вӗсем хӑйсене хӑйсем хакласа, хӑйсен виҫипе виҫсе, ӑссӑрла хӑтланаҫҫӗ.
Эпӗ акӑ мӗншӗн шикленетӗп: сирӗн патӑра пырӑп та, эсир эпӗ ӗмӗтленнӗ пек пулмӑр, эпӗ те эсир ӗмӗтленнӗ пек пулмӑп. Сирӗн хушшӑрта харкашу, кӗвӗҫӳ, тарӑху, хирӗҫӳ, элек, сӑмах сарни, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх пуррине манӑн курас марччӗ.
Сирӗн патӑра пырсан Хуҫамӑр панӑ ирӗкӗмпе сире ятламалла ан пултӑрччӗ манӑн. Ҫав ирӗкӗме аркатмашкӑн мар, пултармашкӑн панӑ, ҫавӑнпа хам пыриччен ҫырса яратӑп та ӗнтӗ.