10 «Ҫырӑвӗсенче вӑл хаяр та паттӑр, анчах та куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне халсӑр, сӑмахӗ те унӑн ниме тӑмасть», – теҫҫӗ хӑшӗ-пӗрисем.
Христос мана тӗне кӗртме мар, Ырӑ Хыпар пӗлтерме янӑ. Христос хӗресӗн хӑватне ҫухатас марччӗ тесе манӑн ҫав ӗҫе хама ӑсла хумасӑр тумалла.
Мӗншӗн тесен Турӑ ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа та Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр пек туйӑнакан ӳкӗтпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ.
Эпӗ, Павел, сирӗнпе куҫа-куҫӑн чухне йӑвашскер, сирӗнтен аякра чухне хаярскер, сире Христос йӑвашлӑхӗпе тата хӗрхенӳлӗхӗпе ӳкӗтлетӗп.
Унашкаллисем ҫакна пӗлсе тӑччӑр: аякран эпир мӗн каласа ҫыратпӑр, куҫкӗрет ӗҫӗмӗрте те ҫавнашкалах.
Эпӗ сире ҫырусемпе кӑна хӑратнӑн ан туйӑнтӑр тата.
Намӑс пулин те, йышӑнмах тивет: ун пек хӑтланма эпир пултараймарӑмӑр. Ӑссӑрла калам: ҫынсем мӗнпе те пулин мухтанма хӑяҫҫӗ пулсан, эпӗ те хӑям.
Сӑмах ӑсти мар пулин те, хама пӗлӳсӗр тееймӗп. Тепӗр тесен, ҫакна эпир сире тӗрлӗ лару-тӑрура тӗрлӗ майпа кӑтартса патӑмӑр.
Христос хӑвӑрпа ман урлӑ калаҫнине ӗнентерме ыйтатӑр эсир. Сирӗншӗн Вӑл вӑй-хӑватне шеллемест, Унӑн вӑй-хӑвачӗ сирӗнте палӑрать.