Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ.
Эпир чун-чӗм апачӗ ҫисе тӑрантӑмӑр, пирӗн йӑлтах ҫителӗклӗ тетӗр эсир, хӑвӑра Ҫӳлти Патшалӑха кӗме тивӗҫлисем пек тыткалатӑр, пирӗнсӗрех чи ҫӳлти шая ҫӗкленнӗ. Ах, эсир чӑнахах унта кӗме тивӗҫ пулсанччӗ! Вара эпир те сирӗнпех пулӑттӑмӑр!
Эпир паллӑ ҫынсем мар, анчах пире пурте пӗлеҫҫӗ. Пирӗн ҫинчен вилнӗ сӑмах та кӑлараҫҫӗ, акӑ, хӑвӑрах куратӑр, эпир чӗрӗ. Пире вӗлермеллех айӑплаҫҫӗ, анчах та эпир вилместпӗр.